Чӑваш халӑх сайчӗ, «Сувар» хаҫат, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, «Сӑвар ТВ» тата «Шкул ТВ» тетелти телеканалсем ҫӗнӗ конкурс йӗркелесси пирки пӗлтереҫҫӗ. «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑртӑва эпир Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫинине халалласа ирттеретпӗр.
Ӑмӑрту йӗркелекенӗсем видеосӑвӑсене нарӑсӑн 6-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене сирӗн Youtube видеохостинга, е civhim2@yandex.ru, videosava@chuvash.org электронлӑ адрессемпе ярса памалла (маларах Яндекс.Диск е Майл.Облако сервиссене вырнаҫтарсан питӗ аван пулӗччӗ). «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» конкурса пӗчӗккисенчен пуҫласа аслисем таранах хутшӑнма пултараҫҫӗ! Ӑмӑрту положенийӗпе тӗплӗнрех ҫакӑнта паллашма май пур.
Енчен те кама та пулин ӳкерме пулӑшу кирлӗ пулсан videosava@chuvash.org адреспе ҫырса ярӑр, Олег Михайлович Цыпленков (Ултиар) сире хаваспах пырса ӳкерӗ.
Ӑмӑртӳ ҫӗнтерӳҫисене нарӑсӑн 22-мӗшӗ тӗлне палӑртма тӑрӑшӑпӑр.
Ача чухне вӑл ҫар летчикӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах шӑпа ӑна педагогикӑна илсе килнӗ. Иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче вӑл 60 ҫул тултарнӑ. Сӑмахӑм — Шупашкарти кооператив институчӗн проректорӗ Леонид Таймасов пирки.
Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшра ҫуралса ӳснӗскер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Тӑван ял шкулӗнче директор та пулнӑ, хӑй вӗреннӗ университетра преподавательте тӑрӑшнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Профессор. 2007 ҫултанпа кооператив институтӗнче ӑслӑлӑх енӗпе проректорта ӗҫлет.
Философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, асӑннӑ аслӑ шкулта ӗҫлекен Эрбина Никитина Чӑваш халӑх сайчӗ валли унпа хатӗрленӗ интервьюра Таймасовӑн пур енлӗ кӑмӑлне уҫса пама тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра проректор аслӑ шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентмесен те чӑваш чӗлхипе культурин пӳлӗмне упраса хӑварнине пӗлтернӗ. Тата проректор Валерий Андреев ректорпа тата ялтан килнӗ ачасемпе тӑван чӗлхепе калаҫма юратнине палӑртнӑ. Аслӑ шкул программинчен чӑваш чӗлхине кӑлӑхах кӑларса пӑрахнӑ тесе шухӑшлать Леонид Таймасов.
Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче А.Г.Николаев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Калайкасси шкулӗнче районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен V фестивалӗ иртнӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — А.М. Степанов вӗрентекен. Кӑҫал та фестивале сӑмах каласа Александр Марсович хӑй уҫнӑ.
Пухӑннисене Шатракассинчи тӗп шкулти О.А. Вишнева О.А. вӗрентекен ӗҫри опычӗпе паллаштарнӑ, ӑстаҫӑ урокӗ ирттернӗ. Ытти вӗрентекенсем уҫӑ уроксем тата класс тулашӗнчи ӗҫсем кӑтартнӑ. Ярапайкассинчи вӑтам шкул вӗрентекенӗ А.Г. Димитриева 6-мӗш класс ачисемпе ҫӗнӗ вӗренӳ технологийӗсене тӗпе хурса «Паллӑ ячӗсен ҫӗршывӗнче» вӑйӑ-ӑмӑрту йӗркеленӗ. Мӑн Сӗнтӗр вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем Н.В. Варюхина тата В.В. Сапожникова 7-мӗш, 8-мӗш классемпе «Ҫулталӑк кӗнеки» тата «Атӑл» темӑсемпе уҫӑ уроксем ирттернӗ. 6-мӗш классем Шурча шкулӗн вӗрентекенӗ Н.М. Тюрина ертсе пынипе «Паллӑ ячӗсен тӗнчинче» темӑпа пӗтӗмлетӳ урокӗнче ӗҫленӗ. Сыпайкассинчи шкул вӗрентекенӗ Н.Н. Яковлева «Туслӑх тата чӑн-чӑн тус» класс сехечӗ ирттернӗ.
Фестивальте 1-мӗш вырӑн Алевтина Димитриева (Ярапайкассинчи вӑтам шкул), 2-мӗшне Валентина Сапожникова Валентина (Мӑн Сӗнтӗр вӑтам шкул), 3-мӗшне Нина Тюрина Нина (Шурчари тӗп шкул) йышӑннӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш наци культурин «Сувар» фончӗпе пӗрле ҫитес ҫул валли ҫӗнӗ кунталӑк (календарь) кӑларчӗ.
Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан пысӑк уйрӑмлӑхсем ҫук — календарьте эсир чӑваш халӑх уявӗсен кунӗсемпе, чӑваш халӑхӗпе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе паллашма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех официаллӑ уяв кунӗсене те палӑртнӑ. Сӑмах май, Республика кунӗ кӑҫал шӑматкуна лекнӗрен, ӑна хӑш кун ҫине куҫарнине калакан саккуна тупайманран канмалли кун пек ҫӗртмен 23-мӗшне палӑртрӑмӑр.
Улшӑнусенчен: уйӑх ячӗсене чӑвашлисӗр пуҫне вырӑсла тата акӑлчанла ҫырнӑ. Шупкарах, тӳрех ан курӑнччӑр тесе тӑрӑшрӑмӑр пулин те типографирен тухнӑ хыҫҫӑн ятсем чиперех вуланни курӑнчӗ. Чӑвашла ятсенчен вырӑслисем ҫине куҫма пуҫланӑ тесе ан шухӑшлӑр.
Яланхи пекех календаре «СУМ» лавккара туянма пулать, хакӗ 20 тенкӗ. Кӑҫал укҫа-тенкӗ сахалтарах пулнипе тиражне пысӑккӑн кӑлармарӑмӑр — 100 штук кӑна.
Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта Альбина Юрату сӑвӑҫа, публициста, 20 ытла кӗнеке авторне халалланӑ поэзи уявӗ иртнӗ.
Хӑнасене кӗтсе илме классенче чӑвашла «Класс кун-ҫулӗ», «Асӑрханса пурӑнар» стендсем туса хатӗрленӗ. Шкулта ӗҫлекенсем шкула тата ытларах хӑтлӑх кӗртме тӑрӑшнӑ. Ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ П.Е. Барабанов художникӑн куравне те йӗркелерӗҫ. Ал-ӗҫ ӑсталӑх кружокне ҫӳрекенсем чӑваш тӗрри тӗрленӗ. Аслӑрах класра вӗренекенсем сӑвӑҫ пултарулӑхӗ пирки хӑтлав хатӗрленӗ. Уява ирттерме ялти усалмҫӑсем — Андрей Клементьевпа Петр Белов тата Сӗнтӗрвӑрри районӗн «Сӗнтӗр Ен» ентешлӗхӗ — пулӑшнӑ.
Малти вырӑнсене илемлӗ вуласа Е. Анкудинов, Р. Петров, А. Перлова тухнӑ. Кӗҫӗн классем хушшинче 4-мӗш класра вӗренекен Д. Димитриев тата А. Демьянова, 3-мӗш класри М. Белова йышӑннӑ. Вӑтам классенчен 9-мӗш класри Д. Федотов, 7-мӗшӗнчи А. Колесникова, 8-мӗшӗнчи А. Андреева ҫӗнтернӗ. Аслӑ ӑрурисем хушшинче Г.В. Соловьева, Е.В. Матюшова, М.Н. Николаева ҫӗнтернӗ.
Хаклӑ вулаканӑм! Ҫак статьяна тимлӗн вуласа пыратӑн пулсан эп саншӑн савӑнмаллипех савӑнатӑп!
Ҫӗршывра укҫа-тенкӗ ҫитменнине пула пирӗн пуҫлӑхсем тӗрлӗ майпа перекетлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗн тӗлӗнмелли пур? Эсӗ те, хаклӑ вулаканӑмӑр, перекетлетӗн пуль-ха. Санӑн ту тупӑшу ыттисен пекех чакса пырать пуль-ха. Эсӗ те ыттисем пекех йӳнӗрех таварсем ҫине куҫма тӑрӑшатӑн, лавккара йӳнӗреххине суйлатӑн. Ҫак сӑлтавпах ӗнтӗ пирӗн тӳре-шара та чӑваш сӑмахӗсене перекетлет, вӗсемпе сайра хутра усӑ курать. Чӑваш сӑмахӗ ытла та «хаклӑ» мар-и?
Ҫавӑнпа та, хаклӑ вулаканӑмӑр, эпӗ саншӑн хӗпӗртетӗп! Савӑн, ҫак текста эпӗ ҫав тери «хаклӑ» чӑваш сӑмахӗсемпе ҫырса паратӑп, вӗсене вуласа сан чӑваш чуну килентӗр, канлӗх туптӑр! Эпӗ тӳре-шара мар, пуҫлӑх мар. Чӑваш сӑмахӗ «хаклӑ» тесе ӑна перекетлесе тӑмӑп!
Ку тӑрӑхлани пулчӗ ӗнтӗ, сӑмахӗ вара ман Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тата чӑваш чӗлхипе усӑ курасси пирки. Ҫак уява илемлетнӗ чухне чӑваш чӗлхипе сахал хутра ҫеҫ усӑ курни пирки кашни ҫул ҫыраҫҫӗ, анчах ӗҫӗ вырӑнтан ниепле те тапранасшӑн мар.
«Ирӗклӗх» Шупашкарти аэропорт ертӳлӗхӗнчен пассажирсене рейссем пирки чӑвашла та пӗлтерме ыйтнӑ. Вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Халӗ пассажирсене чӑвашла та хыпарлаҫҫӗ.
Ку ҫӗнӗлӗхе нумаях пулмасть кӗртнӗ. Унтанпа пӗр эрне те иртмен. Малтан рейссем пирки вырӑсла, унтан чӑвашла пӗлтереҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери рейссене вара акӑлчанла та хыпарлаҫҫӗ.
Аса илтерер: «Ирӗклӗх» общество организацийӗ Шупашкарти аэропортӑн тӗп директорӗ патне утӑ уйӑхӗн варринчех ҫыру янӑ. Вӗсем ун чухне аэропорта информаци хӑмисемпе тивӗҫтерме те ыйтнӑ. Унта вара, вӗсен шухӑшӗпе, вырӑсла тата чӑвашла ҫырмалла.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Наум Урхи ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш литература чӗлхин норми тата хальхи пуплев практики» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пуласси пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Конференци институтӑн ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче пулчӗ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче Эдуард Лебедев (вӑл чӑваш чӗлхи тӗпчевҫин ӗҫӗсем пирки каласа пачӗ), Николай Егоров, Виталий Сергеев, Атнер Хусанкай, Олег Студенцов, Юрий Виноградов, Владимир Иванов (Наум Урхин «Фауст» куҫарӑвӗ пирки каласа пачӗ), Александр Кузнецов тата ыттисем пулчӗҫ.
Конференцие ҫавӑн пекех Наум Урхин тӑванӗсем, ачи тата мӑнукӗсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем чӑвашла пӗлменрен конференци вырӑсла иртрӗ. Халӗ Украинӑра ӗҫлесе пурӑнакан Наум Андреевичӑн мӑнукӗ Елена Дегтярёва хӑйӗн аслашшӗ ун асӗнче мӗнпе асра юлнине каласа пачӗ. Вӑл уйрӑмах чӑваш чӗлхине пӗлменнишӗн куллянчӗ — хӑй вӑхӑтӗнче шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентмен иккен. Халӗ, 60-тан каҫнине пула, шел пулин те вӗренейместӗп тесе палӑртрӗ. Ҫавах аслашшӗ ҫырнӑ кӗнекесене (чӑвашлисене) питӗ вулас килни пирки пӗлтерчӗ.
Ыран, раштавӑн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Чувашская литературная норма и речевая практика» (чӑв. Чӑваш литературин виҫи тата калаҫу практики) ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ ирттерет. 14 сехетре пуҫланакан мероприятие Наум Андреев (Урхи) чӗлхеҫӗ, тӑлмач, фольклорист, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Наум Андреевич 1891 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче ун чухнехи Етӗрне уесӗнче, хальхи Элӗк районӗнчи Ехремкассинче ҫуралнӑ. 1984 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче куҫне хупиччен вӑл чӑваш чӗлхине самай тӗпченӗ. Чӗмпӗрти арҫынсен гимназине 1913 ҫулта вӗренсе пӗтернӗскер 1968 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче экстерн мелӗпе экзамен тытса аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен дипломлӑ пулса тӑнӑ. 1920 ҫултан пуҫласа «Сунтал», «Ҫӗр ӗҫлекен», «Чӑваш ялӗ» журналсенче, «Канаш», «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатсенче, кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. Тӗп куҫару комиссийӗн пайташӗ те пулнӑ. 1940–1943 ҫулсенче вӑл ЧАССР Аслӑ Канашӑн Президиумӗнче, 1944–1956 ҫулсенче хальхи гуманитари институтӗнче тӑрӑшнӑ.
«Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхесен клубӗнче (вӑл Шупашкарти Ленин урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри виҫҫӗмӗш хутра вырнаҫнӑ) кашни шӑматкунах чӑваш чӗлхине вӗрентеҫҫӗ. Ку майпа тӑван республикӑмӑрти урӑх наци ҫыннисем кӑна мар, мӗн пӗчӗкрен тӗпренчӗкӗсене вырӑсла хӑнӑхтарнӑ чӑваш ашшӗ-амӑшӗ те усӑ кураять.
12 сехет те 15 минутра пуҫланакан заняти вӑхӑтӗнче шкул ҫулне ҫӳремен ачасем валли «Ҫамрӑк полиглот» клуб ӗҫлет. Унта ачасем 40 минут выляса чӑвашла вӗренеҫҫӗ, унтан тепӗр минутне — 40 минут акӑлчанла. Вӗренӳре «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗн Александр Блиновӑн «Кала-ха» пособийӗпе усӑ кураҫҫӗ. «Хавал» вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем валли диск кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |